Ял хуҫалӑхӗ
Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче «Исток» агрофирма ҫӗнӗ вите уҫнӑ. Ку Ҫӗнӗ ҫул умӗн парне пекех пулнӑ. Ял ҫыннисене ҫак ятпа саламлама ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. «Исток» - малалла талпӑнакан хуҫалӑх. Вӑл техникӑна, фермӑсене ҫӗнетсех тӑрать, акмалли ҫӗрсен лаптӑкне ӳстерет. 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче агрофирма выльӑх-чӗрлӗх комплексне тума пуҫланӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 200 пуҫ ӗне валли вите тата сумалли зал хута янӑ. Халӗ ав тепӗр вите туса пӗтернӗ. Патшалӑх ферма тӑвакансене пулӑшма тӑрӑшать. Усӑ курнӑ укҫан 30 процентне хуҫалӑха тавӑрса параҫҫӗ. Ҫӗнӗ вите вара агрофирма ӗҫченӗсене савӑнтарать: унта ӑшӑ, ҫутӑ та таса. Сӑмах май, агрофирмӑра – сумалли 350 ӗне. Хуҫалӑх ку йыша тата пысӑклатасшӑн. Кӑҫал ӑратлӑ 44 пушмак пӑру туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енӗн ветерианрӗсем Пӑрачкав районӗнче сыснасен Африка мурне тупса палӑртнӑ. Тӳрех пӗлтерер: уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансене тата ял хуҫалӑх предприятийӗсене куншӑн сисчӗвленсе ӳкме, мӗнпур сыснана тӗп тӑвасран шикленме сӗнмеҫҫӗ. Чирлӗ хир сыснисем вӑрманта пулнӑ. Апла пулин те амак ересрен ветеринари службисем мерӑсем йышӑннӑ. Пӑрачкав районӗнче тупнӑ хир сыснисен виллине малтан хамӑрӑн ветеринари служби тӗпченӗ. Африка мурне асӑрхасан тӗплӗн тӗрӗслеме Покров хулинчи Ветеринари вирусологийӗн тата микробиологийӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтне ярса панӑ. Паян Эпизоотилле лару-тӑрӑва хирӗҫ ӗҫлекен правительство комиссийӗн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Амак сарӑласран мӗнле мерӑсем йышӑнмаллине унта пӑхса тухса татса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енре сыснасен Африка мурӗ пуҫланасран хӑраҫҫӗ. Кун пирки чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче калаҫнӑ. Республикӑра «ҫул-йӗр карттине» хатӗрлесшӗн. Унпа килӗшӳллӗн, сысна ӗрчетекен хуҫалӑхсене альтернатива – урӑх выльӑх самӑртма – сӗнесшӗн. Чӑваш Енре 41 хуҫалӑх сысна ӗрчетет. Вӗсенчен 25-шӗн биологи хӳтӗлевӗ пӗчӗк. Эппин, вӗсенче сыснасен Африка мурӗ сарӑлма пултарас хӑрушлӑх пур. Унашкал ан пултӑр тесе ЧР Патшалӑх ветеринари служби «ҫул-йӗр карттине» хатӗрлеме сӗннӗ. Унпа килӗшӳллӗн, фермӑсенче биологи хӳтӗлевне лайӑхлатӗҫ е хуҫалӑхсене урӑх выльӑх ӗрчеттерӗҫ. Ку ыйтӑва раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе иртекен канашлура татса парӗҫ. Палӑртмалла: сысна ӗрчетекен 4 хуҫалӑх, 5 хресчен фермер хуҫалӑхӗ тата 1594 харпӑр хуҫалӑх урӑх выльӑх усрама тытӑннӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра сӗтӗн пӗр литрне 19 тенкӗ те 40 пуспа туяннӑ. Эрне каяллахипе танлаштарсан хак 20 пус йӳнелнӗ. Ытти ҫул сӗт хакӗ хӗлле хӑпарнӑ пулсан, кӑҫал урӑхларах лару-тӑру пулнине Чӑваш енӗ Ял хуҫалӑх министерствинче типӗтнӗ сӗтӗн тата услам ҫавӑн интервенцийӗ пирки кӑҫал ҫӗршыв шайӗнче йышӑнманнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Сӗт хакӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва паян республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Халӑхран туянакан сӗт хакӗ Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Тӑвай, Пӑракав районӗсенче 1 тенкӗ чакнӑ. Сергей Артамонов вице-премьер — министр шухӑшланӑ тӑрӑх, сӗт хакӗ хӗлле чакни йӗркеллӗ япала мар, ку вӑл район администрацийӗсем ӗҫлесе ҫитерейменнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
163gorod.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Чӑваш Енре пулӑ ӗрчетме мӗн кансӗрлет? Ҫак ыйту тавра «Хыпар» хаҫатӑн паянхи номерӗнче Валентин Григорьев журналист пуҫ ватнӑ. Хаҫатҫӑ ҫырнӑ тӑрӑх, «республикӑра юлашки 10 ҫулта, тӗпрен илсен, пӗчӗк тата вӑтам предприятисем пулӑ ӗрчетсе сутас ҫул ҫине тӑнӑ. Мӗн пур калӑпӑшӑн виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайне Пӑрачкав районӗнче ятарласа йӗркеленӗ «Киря» хуҫалӑх туса илет. 1644 гектар шыв ҫийӗллӗ 192 обьект пулӑ ҫитӗнтерме юрӑхлӑ пулин те хальлӗхе 99 кӳлӗ-пӗвере ҫеҫ /980 га/ ӑна ӗрчетеҫҫӗ. Пӗве фончӗ 827,4 гектар /29 пӗве/ йышӑнать, ҫав шутран 135 гектарӗпе кӑна усӑ кураҫҫӗ. Улатӑр, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи 9 организаци карп, ӳсен-тӑранпа тӑранса пурӑнакан шурӑ амур, сарлака ҫамка, ҫӗке, осетр, белуга ҫитӗнтереҫҫӗ. Бассейнсенче, хупӑ тата сеткӑпа уйӑрнӑ шыв управӗсенче, ТЭЦ-2 энергетика обьекчӗсенче /2 пин тӑваткал метр/ ӑшӑ шывра пурӑнаканнисене ӳстереҫҫӗ. Ҫапла майпа 2010 ҫулта ҫӗкепе осетр йышшисене 9 пин тонна туса илнӗ». Отрасле аталантарма, публицист шухӑшланӑ тӑрӑх, рынок инфратытӑмӗ япӑх аталанни, чӗрӗ пулӑ тӑрӑмне тишкерсе тӑманни чӑрмав кӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Шупашкар районӗ те, республика та Ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен уявне палӑртрӗҫ-ха. Ҫапах та ку вӑл уй-хирти ӗҫ вӗҫленнине пӗлтермессе те пултарать. Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне, акӑ, асӑннӑ муниципалитетра кукуруза малалла вырнӑ. Ҫапла, ҫак культурӑна юлашки ҫулсенче симӗс апатлӑх ҫеҫ мар, тырӑлӑх та ӳстереҫҫӗ. Маларах эпир асӑннӑ кун тӗлне Шупашкар районӗнче кукурузӑна 80 гектар вырнӑ. Тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 80 центнер тухнине пӗлтереҫҫӗ. Патӑрьел, Куславкка тата Вӑрмар районӗсенче хӗвелҫаврӑнӑша 572 га ҫинчен пухса илнӗ. Унӑн тухӑҫӗ гектар пуҫне вӑтамран 14 центнер тухать. Кӗрхи ҫӗртме сухине тӑвассипе те республикӑри тепӗр хуҫалӑхсем малалла ӗҫлени паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Шупашкар районӗнчи Яранкасси ялӗнче пурӑнакан Майоровсем темӗн тӗрлӗ чӗрчун та, кайӑк-кӗшӗк те усраҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Альпака туяннӑ. Майоровсем ятарласа Краснодар крайне кайса альпакӑн пӗр аҫине тата икӗ амине илсе килнӗ. Чӗрчунсем ҫула йӗркеллех чӑтса ирттернӗ, хӑйсене чиперех туяҫҫӗ. Хальлӗхе ҫемье вӗсене 30 кунлӑха карантина хупнӑ. Альпака – Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакан чӗрчун. Вӑл 81-99 сантиметр ҫӳллӗш, 48-84 килограмм таять. Вӗсен ҫӑмӗ паха, вӑл сурӑхӑнни пекех, анчах ҫӑмӑлрах. Альпакӑн какайне те ҫиеҫҫӗ. Пасарта вӗсен тирне те сутаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Йӗпреҫ районӗнчи «Заря» агрофирмӑра пӑру вити уҫӑлнӑ. Унта 100 пуҫ вырнаҫать. Ҫӗнӗ вите Малиновка поселокӗнче вырнаҫнӑ. Витене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов хутшӑннӑ. Вӑл «Заря» агрофирма тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Ҫулталӑк каялла унта 200 ӗне вырнаҫмалӑх вите уҫнӑ. Унтах ӗне сумалли пӳлӗм, сӗт сивӗтмелли цех вырнаҫнӑ. Унтанпа ҫулталӑк ҫеҫ иртнӗ – ҫӗнӗ вите хута кайнӑ. Эппин, «Заря» агрофирма ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Ку кӑна мар. Агрофирмӑра кӑҫал утӑ, тырӑ упрамалли хуралтӑсем те хута кайнӑ. Агрофирма директорӗ Рафис Айсын каланӑ тӑрӑх, хуҫалӑхра хальлӗхе 450 мӑйракаллӑ шултра выльӑх. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем сенаж хумалли икӗ шӑтӑк тата 200 ӗне вырнаҫмалӑх вите хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Паян Шупашкара республикӑри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем професси уявне пухӑннӑ. Календарьпе пӑхсан ку уяв юпа уйӑхӗнчех-ха, анчах вӑл вӑхӑтра уй-хирти ӗҫ вӗҫленсе ҫитеймест те, хресченсен уявне яланах чӳк уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Паянхи уява Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркеленӗ. Професси уявӗсене пуҫтарӑннисене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Залри пысӑк сцена ҫине тухиччен вӑл агропромышленность предприятийӗсен продукцийӗпе паллаштаракан курава пӑхса ҫаврӑннӑ. «Эпир сирӗнпе ака вӑхӑтӗнче, уй-хирти ӗҫ пынӑ вӑхӑтра час-часах тӗл пулнӑ. Эсир пурте пулас тухӑҫшӑн пӑшӑрханаттӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев. Вӑл отрасльте ҫаврӑнӑҫуллӑ ертӳҫӗсем йышланса пынине палӑртнӑ. Район администрацийӗсен ертӳҫисене Михаил Васильевич ял хуҫалӑхне аталантарма пулӑшма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Пушкӑртстанра ящур чирне тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енри ветеринарсемпе эпизоотологсем те ыйтупа ҫивӗчрех ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе паян ирттернӗ канашлура та выльӑх-чӗрлӗх чир-чӗрӗпе кӗрешессине сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енри Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи Сергей Скворцов палӑртнӑ тӑрӑх, ветеринари ӗҫченӗсем республикӑра выльӑх чирӗсем анлӑ ан сарӑлччӗр тесе тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ, профилактика ӗҫне сахал мар пурнӑҫлаҫҫӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑха лейкоз чирӗнчен сыхлама тӑрӑшаҫҫӗ. Килти сыснасене, хир сыснисене ҫивӗч тӗрӗслеҫҫӗ. Уртаракан чир выльӑхсем хушшинче ан сарӑлтӑр тесе ятарлӑ вакцинӑсем туса ӗлкӗрнӗ. Патшалӑхӑн ветеринари службин, Ветеринари тата фитосанитари надзорӗ енӗпе ӗҫлекен федераци службин специалисчӗсем республикӑра хӑрушлӑх ҫуккине ҫирӗплетеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |